Çěр пин тěрě тěнчинче

Çěр пин тěрě тěнчинче



Чӳк уйăхěн 26-мěшě – Чăваш тěрри кунě. Çак паллă  куна халалласа Елчěк муниципаллă округри Курнавăшри  пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам  шкулта «Çěр пин тěрě тěнчинче» уяв иртрě. Ăна чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузнецова Н.М. ертсе пычě. Вăл çак пěлтерěшлě кун çинчен, ăна мěн тěллевпе ирттернине  тěплěн каласа пачěç. Çавăн пекех хамăр районта, тăван ялта  çуралса ӳснě тěрě ăстисене асăнса хăварчě.

Саккăрмěшсем   чăваш тěррин илемне мухтаса сăвăсем каларěç, 6-7 классенче вěренекенсем  чăваш кěпине хутран касса эрешлерěç.

Шкулта  Чăваш тěррин кунне халалласа «Чăваш тěррин  илемě»  выставка хатěрлерěç. Кашни ачах унти илеме курса киленчě.

Уяв пурин кăмăлне те кайрě, усăллă иртрě.