Ачасене ырăпа усала уйăрма, çынсене ырă тума, çыннăн
хуйхи-суйхине ăнланма, ырă кăмăллă пулма вěрентес тĕллевпе
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мěш
класра «Ырă çын пуласси ачаран паллă» темăпа класс сехечě иртрĕ.
Ăна Кузнецова Н.М. вěрентекен чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев çырнă сăвă
йěркисемпе пуçларě:
Çын!
Хăватлăн янăрать сан яту.
Çын юраттăр çынна,
Хисеплетĕр çынна.
Çын патне эс васка
Ырă ту.
Çапла… Ырă этем ватăсене, хăйĕнчен аслисене хисеплет, тантăшĕсемпе
килĕшÿллĕ те сăпайлă тытать, кĕçĕннисене кÿрентермест. Çĕр çине эпир усал тума
мар, ырă ěç тума килетпĕр. Анчах та васкатпăр-и-ха эпир пĕр-пĕрне ырă тума,
йывăр чухне пулăшма? Пурнăç вăл ачаранах пĕр-пĕринпе туслă пулнинче, пĕр-пĕрне
пулăшнинче, пĕр-пĕриншĕн тăрăшнинче, ырăлăх кÿнинче.
Мероприяти вăхăтěнче паллашу, пултарулăх, тăрăшулăх, тавçăрулăх вăййисем
пулчĕç. Уйрăмах «Пĕри-пуриншĕн, пурте-пĕриншĕн» вăййа килĕштерсе вылярĕç çиччěмěшсем.
Çавăн пекех Фомина Эвелина хăй
аллипе вěтě шăрçаран ăсталанă ěçěсемпе
паллаштарчě. Хăйсен ырă енĕсемпе тĕслĕх парса тăракан сăнарсем тăван
литературăра сахал мар пулнине палăртрĕç.
«Ырă çын пулнине эпир унăн кăмăлĕнчен, тараватлăхĕнчен, ăшă
сăмахĕнчен, ыттисене пулăшма хатĕр пулнинчен куратпăр»,- тесе
вĕçлерĕç вĕренекенсем хăйсен сăмахне.