«Эпир пӗрле» темăпа класс сехечӗ иртрӗ

«Эпир  пӗрле» темăпа класс сехечӗ иртрӗ



Кĕçĕн класс ачисене волонтёрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас,  Пĕтĕм Раççейре халăхăн тĕрлĕ сийне пулăшас тĕллевпе ирттерекен акцисемпе проектсем çинчен пухнă пĕлĕвне сарас, ырă кăмăллăх енĕпе ирттерекен ĕçре опыт пухма пулăшас, чунра ырăлăх, пулăшу парас, пĕрле кулянса хурланас, ырă кăмăллăх, ытти çынсене пулăшас кăмăл сапăрлас тĕллевпе 2023-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн  класра вӗренекенсемпе «ЭПИР ПĔРЛЕ» темăпа класс сехечӗ ирттерчӗ.

Чи малтанах класс ертÿçи  ачасем хушшинче  «Ырă», «ырă ĕçсем», «çынна пăхни» ăнлавсен содержанине уçса пама май паракан ӳкерчĕксем тăрăх ирттерекен хавхалăх калаçăвне йĕркелерĕ.

Ун хыççăн вĕренекенсем Федераци спикерĕн чĕнсе каланă сăмахне итлесе, Раççейĕн паллă çыннисем те волонтёр ĕçне туса пынине, Раççей театрпа кино тата телевидени  актерĕ, Раççей халăх артисчĕ, А.Чехов ячĕллĕ Мускав художество театрĕн илемлĕх ертӳçи Константин Юрьевич Хабенский ырă ĕçсем хăй хальлĕн чылай тунине, вăл  йывăр чирпе чирлекен ачасене пулăшакан ыр кăмăллăх фондне уçнине, ачасене сыватса тулли пурнăçпа пурăнччăр тесе хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле пĕтĕм вăйран тăрăшнине пĕлчĕç.

          Пĕчĕк шăпăрлансем «Пĕрремĕшсем. Волонтёр кунĕ» видео курса çынсене волонтёр пулма мĕн хистенине тавçăрса илчĕç. Малалла ачасем çак ыйтусем çине хурав шырарĕç: «Волонтёрсем вĕсем ‒ камсем? Волонтёр пулма мĕн хĕтĕртет?». Ачасен калаçăвĕ ирĕклĕ, уçă пулчĕ. Кашни ачан  волонтёр пулас шухăш çуралчĕ.

Юлашкинчен вĕренекенсем чечекĕн кашни çеçки çине волонтёрăн кăмăл-сипетне ят паракан сăмахсене çырса «Ырăлăх чечекĕ» турĕç, занятие çакăн пек сăмахсемпе пĕтĕмлетсе хăварчĕç: «Эпир ырă ĕçсем мĕн чухлĕ нумай тăватпăр, çавăн чухлĕ нумай ырăлăх пĕтĕм тĕнчере, пирĕн таврара сарăлать! Ырра пурсăмăр та пĕрле тăвар!»