Кĕçĕн класс ачисен
чăвашла
калаçас туйăмне ÿстерес, тăван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарас, вӗсен
тавракурăмне тата пӗлӗвне пуянлатас,
тавçăрулăха аталантарас, чӗлхе илемӗпе
пуянлăхне туйма, пӗлÿлӗхе ÿстерме пулăшас, пӗр-пӗрин калаçăвне тимлӗн итлеме
хăнăхтарас, чăваш чӗлхине сума сума, хисеплеме, упрама вӗрентес, ăна ÿсме
пулăшас, ушкăнпа ӗçлес хăнăхăва аталантарас, класри туслăха çирӗплетес тӗллевпе
2023-мĕш
çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Порфирьева
Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн
класра вӗренекенсемпе «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» ăсталăх урокӗ
ирттерчӗ.
Чи малтанах тăван чĕлхе - чăваш чĕлхин ырă
та паха енĕсене аса илчӗç, вăл пирĕн пурнăçра ан çухалтăр тесен мĕн тумалла
çинчен калаçрӗç, кашни çыннах мĕнпе пулăшни çинчен пӗр-пӗринпе сÿтсе яврӗç. Çавăн
пекех вӗренекенсем вӗрентекен ертсе пынипе хам чăваш пулнишĕн шухăша малалла тăсма пултарчӗç.
Юлашкинчен ачасем хамăр тăван чĕлхепе, чăваш чĕлхипе калаçма, пуплеме, шухăшлама, хутшăнма сăмах пачӗç. Ăсталăх урокӗ пуриншěн те усăллă пулчě.