Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне юртан тасатрěç

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне юртан тасатрěç



Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш вăтам шкулěн çиччě‌мě‌ш класěнче вěренекенсем  хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ. Вě‌сем Курнавă‌ш ялěнчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне юртан тасатса тă‌раççě. Ку вара хěллехи вăхăтра тăтăшах тумалли ĕç шутланать.

Кăçал, ав, юр тăтăшах çунине пула, ăна вăхăтра хырса тасатса тăмалла. Çавна май ачасем хăйсен тивěçне тӳрě кăмăлпа пурнăçлаççě. Паян та акă, кăрлач уйăхěн 11-мěшěнче, ачасем пурте хавхаланса, тăрăшса ĕçлерĕç. Кěске хушăрах вěсем пěр-пěринпе ăмăртса палăк йěри-таврари юра  хырса тасатрěç.