«Д. И.Менделеев çуралнăранпа 190 çул çитрӗ. Раççей ăслăлăхӗн кунӗ» темăпа класс сехечӗ иртрӗ

«Д. И.Менделеев çуралнăранпа 190 çул çитрӗ. Раççей ăслăлăхӗн кунӗ» темăпа класс сехечӗ иртрӗ



Вĕренекенсене Д.И. Менделеев пурнăçĕн уйрăм тапхăрĕсене кăтартас, расна профессипе ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ Раççей ăслăлăхĕн аталанăвне тата халăх пурнăçĕн пахалăхне ырă витĕм кӳнине ăнлантарас, ăслăлăх çыннисене тата вĕсен çитĕнĕвĕсене хисеплеме сапăрлас тӗллевпе 2024-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсемпе «Д.И. Менделеев çуралнăранпа 190 çул çитрĕ. Раççей ăслăлăхĕн кунĕ» темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ. 

Чи малтанах вӗренекенсем «Ученăй вăл кам?» ыйту тăрăх калаçу ирттерме пулăшакан ролик курчӗç, Федераци спикерĕн сăмахне итлерӗç.  Д.И. Менделеев Раççей ăслăлăхĕн мĕнле çынни пулнине ăнланса илме икĕ енлĕ хутшăнăва кĕрсе «Д.И. Менделеев. Унăн ăслăлăхра палăрнă  кăсăкланăвĕпе хавхаланăвĕ» ĕçе пурнăçларӗç. Фото ӳкерчĕкĕсене пăхса тухса, пӳлĕмсенче камсем ĕçленине тишкерчӗç. Ученăйсем ăслăлăх тĕпчевĕсем тата сăнавсем (экспериментсем) ирттерни, тавралăха лайăхрах пĕлме тăрăшни тата мĕн те пулин ăсласа кăларни çинчен видео сюжечĕ курчӗç. Ăслăлăх тата ăслăлăх тупнă çĕнĕлĕхсем пире епле пулăшни çинчен калаçрӗç. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей квант центрĕн ăслăлăх ушкăнĕн ертӳçи, ионпа квант вăйĕпе ĕçлекен универсал компьютера шухăшласа кăларнă çын, «Йыхрав» ятлă наци премийĕн лауреачĕ - Илья Семериковăна  итлерӗç. Ун хыççăн  икĕ енлĕ хутшăнăва кĕрсе ачасем аслă учёнăя ăслăлăхра кăмăла кайнă тата кăсăкланă ыйтусемпе паллашрӗç. Кӗçӗн класс ачисем «Химик учёнăй» «Шахматçă», «Ӳнерçĕ», «Вĕçевçĕ» вайăсене выляса вăл фотопа тунă сăнсене пухнине, ушкăнланине, хăй те ӳкерме юратнине, садра, пахчара тата дачăра ĕçлеме юратнине,  унăн кăсăкланăвĕ чăнах та нумай енлĕ пулнипе  тĕлĕнчӗç. Тупмалли юмахсен тупсăмне тупса та ăслăлăхра тунă çĕнĕлĕхсемпе пĕлекен япаласенче епле усă курнине ăнланчӗç.

Юлашкинчен пӗчӗк шăпăрлансем ăслăлăх пирĕн пурнăçа канлĕ, хăрушсăр тунине, ăслăлăхсăр пирĕн пурнăç пачах пулас çук пекех туйăннине,  пирĕн çĕр-шывра ăслăлăха аталантарма, ăслăлăх ĕçне хутшăнма, унпа кăсăклантарса яма мĕн пур май пуррине туйса илчӗç.