Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр

Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр



Шкул ачисен ăс-тăнĕнче çĕннине уçакансем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлав тăвас;  ачасене çĕннине пĕлме, тĕпчеме хавхалантарас; вĕренекен ачасене çыннăн пирвайхи открытийĕ çамрăк çулсенчех пулма пултарнине кăтартас; ачасен ăс-тăнĕнче ‒ Раççей тăрăх ирттернĕ çул çӳрев çут тĕнчене пĕлмелли мелсенчен пĕри пулни çинчен чухлав калăплас тĕллевпе 2024-мĕш çулхи нарăс  уйăхĕн 12-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн  класра вӗренекенсемпе  «Çĕннине уçаканăн кунĕ» темăпа класс сехечӗ ирттерчӗ.

Чи малтанах Раççей историнче çĕннине пĕрремĕш тупакансен Дмитрий Иванович Менделеевăн,  Сергей Королевăн,  Юрий Гагаринăн сăн ӳкерчĕкĕсене тишкерчĕç. Вĕсем кашниех мĕнле ĕçре пĕрремĕш пулнине аса илсе хăварчĕç. Вĕренекенсем «Çĕннине тупакансем» видео курса Раççейĕн ытти паллă ученăйĕсемпе çул çӳревçисемпе  паллашрĕç.

Ун хыççăн Раççей Геройĕн тĕпчевçĕн, учёнăйăн  Анатолий Михайлович Сагалевичăн калаçăвне итлерĕç.  Вăл нумай çул хушши тĕнче океанне тĕпченине, хăй пурнăçĕнче тĕнче океанĕн айне ăслăлах тĕллевĕсемпе 500 ытла хут анса курнине, тĕпчевçе «Вырăссен географи обществин çĕннине тупаканĕ» хисеплĕ ят панине пĕлчĕç. Çĕннине пĕрремĕш тупакансем общество пурнăçне епле витĕм кӳнине пĕтĕмлетрĕç. Çĕннине пĕрремĕш тупакан пулма епле пахалăха аталантармалли,  çул уçакан пĕрремĕш çын пулас тесен мĕнле-мĕнле пахалăх кирли çинчен  сӳтсе яврĕç.

Юлашкинчен кирек епле çĕнни те ĕмĕтрен пуçланнине шута илсе ушкăнпа «Ěмĕт патне илсе пыракан çул çӳрев» ӳкерчĕк турĕç.