Нарăс
уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчěк муниципаллă округěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан
вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ. Ăна Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи
культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕн усă курнин çулталăкне халалланă.
Вăл
«Чăваш чěлхи – тăван чěлхе» кĕнекесен выставкипе уçăлчĕ. Курав хăйне евěр питě
интереслě. Тěрлě енлě литература пурри ăна тата та пуянлатать. Ачасем хаваспах
кашни кěнекене тытса пăхрěç, вуласа киленчěç.
Çавăн
пекех вěренекенсем И.Я.Яковлевпа Л.П.Кураковăн пурнăçěпе пултарулăхне уçса
паракан тĕрлĕрен кĕнекесемпе, журналсемпе паллашрěç, «Иван Яковлев çамрăксен
чěринче», «Халăха хисеплекен яланах телейлě» документлă фильмсене курса сӳтсе
яврěç.
Тăван
чěлхе эрни пуриншěн те усăллă, тухăçлă иртессе шанас килет.
Ăнăçу сире, хаклă ачасем!