«Эп - чăваш!» квест-вăйă иртрě

«Эп - чăваш!» квест-вăйă иртрě



Нарǎс уйǎхěн  21-мěшě – Пěтěм тěнчери тǎван чěлхесен кунě. Çак куна паллǎ тума 1999 çулхи чÿк уйǎхěнче Юнеско организацийěн Аслǎ конференцийěнче каласа хǎварнǎ. Пěрремěш хут ǎна 2000 çулта нарǎс уйǎхěн 21-мěшěнче  чěлхене  тата культурǎн нумай енлěхне сыхласа хǎварас тěллевпе ирттернě.

Елчěк муниципаллă округěн Курнавǎшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта 5-8-мěш классенче вěренекенсем хушшинче Пěтěм тěнчери тǎван чěлхесен кунě ячěпе «Эп - чăваш!» квест-вăйă иртрě. Чи малтанах пуçтарǎннисене Воронова Вера Николаевнǎпа Кузнецова Надежда Михайловна  вěрентекенсем  тǎван чěлхесен пурнǎçри вырǎнě çинчен  тěплěн ǎнлантарса пачěç. «Пирĕн тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чǎвашла калаçса ÿснĕ. Чǎваш чĕлхи - атте-анне чĕлхи. Тǎван чĕлхе – чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать вǎл. Пирĕн хамǎр тǎван чĕлхепе калçмалла, унпа яланах мухтанмалла»,- тесе палăртрěç вěрентекенсем.

Малалла ачасем вăйă йěркипе паллашрěç. Вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тупӑшса  кӑсӑклӑ ӗҫсем пурнӑҫларěç. Квест-вӑйӑра «Чăваш чěлхи», «Ваттисен сăмахěсем», «Тупмалли юмахсем», «Паллă çынсем», «Манăçми хайлавсем», «Паллă вырăнсем» «Пирěн пултарулăх», «Культура, фольклор» станцисем   пулчěç.

Ăмăртура  1-мěш вырăна 6-мěш классем, 2-мěш вырăна – çиччěмěшсем, 3-мěш вырăна 8 тата 5 классем  тивěçрěç.

Вěренекенсене тата вěсен класс ертӳçисене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!