Тăван чĕлхе кунне уявларěç

Тăван чĕлхе кунне уявларěç



Тăван чӗлхепе калаçма вӗренесси ҫемьерен пуҫланать пулсан, унӑн аталанӑвне  тата унпа анлӑн усӑ курассине тивӗҫтересси вӗрентӳ тытӑмӗ ҫине ӳкет. Пӗлӳ паракан учрежденисенче, çавна май, тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ.

 Паян Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче  те тăван чĕлхе кунне халалласа вăйă вылярĕç, сăвăсем каларĕç, юрă юрларĕç.

 Юлашкинчен юмаха ушкăнпа вылярĕç. Паянхи кун ачасемшĕн те, аслисемшĕн те ăнăçлă та хаваслă иртрĕ.