Ачасен тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне аталантарас тěллевпе тăван чěлхе эрнинче Курнавǎшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулти 5-11 классенче вěренекенсем хушшинче «Тăван чěлхе сумне çěклекенсем» ӳкерчěклě викторина иртрě. Унта паллă чǎваш писателĕсемпе поэчěсен сăнěсем тата чăваш чěлхи çинчен калакан йěркесем пулчěç. Тупǎшу çивӗч иртрӗ. Ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравлама пултаракансем чылай пулчěç. Чăннипех те вěренекенсем хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç.
Викторинăра
6, 7, 9 классен ушкăнěсем ыттисенчен
пултаруллǎрах пулни палǎрчӗ. Чи хăвăрт тата тěрěс хуравлаканни вара 8-мěш класра вěренекен Мартышкина Яна
пулчě.
Ăс-тăн
ăмăртăвне хутшăннисене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!