Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчěк муниципаллă округěн Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-6 классенче вĕренекенсем шкул музейĕнче пулса унти «Культура и быт чувашей» уйрăмри экспонатсемпе паллашрĕç. Ку уйрăмра ачасем чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе, капăрлăх, пир тĕртмелли хатĕрсемпе, анатри тата тури чăвашсен сурпанĕсемпе кăсăкланчĕç.
Сурпан – ансăр тата вăрăм алшăлли евĕр пир
тăрăхĕ. Сурпана хĕрарăмсем сырса çÿренĕ. Унăн икĕ вĕçне те тĕрлесе,
тĕрлĕрен хăюсемпе илемлетнĕ. Вěрентекенсем кашни виçĕ этнографи
ушкăнĕнчи хĕрарăм сурпанĕсем тĕрлĕрен пулни çинчен, вĕсем
тăршшĕпе, тĕррисемпе, пуçа çыхмалли мелсемпе уйрăлса тăнине
каларĕç.
Çавăн пекех вĕренекенсем Çĕнĕ Пăвара çуралса ÿснĕ, хăй
тĕллĕн вĕреннĕ И.П.Горшков скульптор хатĕрленĕ ĕлĕкхи
чăвашсен пÿрчĕн макечĕпе, шалти тытăмĕпе паллашрĕç.