Вĕренекенсене çитес вăхăтра пулмалли Çамрăксен пĕтĕм тĕнче фестивалĕпе паллаштарас, расна çĕр-шывра пурăнакан çамрăксен хутшăнăвĕ тăнăç пурнăç тума
май панин, тĕрлĕ халăха пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркине пуянлатма,
гражданлăхпа патриотлăх енчен сапăрлама май панин пĕлтерĕшне ăнлантарас тĕллевпе 2024-мĕш çулхи нарăс
уйăхĕн 26-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класра вӗренекенсемпе «Çамрăксен пĕтĕм
тĕнче фестивалĕ» çинчен калаçрӗ.
Класс ертÿçи ачасемпе иллюстраци материалĕ çине тайăнса
темăна ăнланса илме пулăшакан калаçу йĕркелерĕ. Вĕрентекен сăн
ÿкерчĕксенче хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни, ку йăла
Раççейре сĕм авалтанах пыни, çăкăрпа тăвар вăл Раççейĕн хăнасене тараватлăх
кăтартса, ыр сунса, халăхра калашле, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнин символĕ пулса
тăнине палăртрĕ. Çул çÿревçĕсене
çăкăр-тăварпа саламлани вĕсене хисеплесе тăнăçлăхпа ырă суннине пĕлтерчĕ. Кун
пирки халăх хăйĕн сăмахлăхĕнче нумай каланине асăнчĕ.
Ун хыççăн ачасем икĕ енлĕ
хутшăнура «Ваттисен сăмахне тулли
кала» ятлă ĕçре
ваттисен сăмахĕсен
пуçламăшĕпе пĕтмĕшĕсене тĕрĕс тупса çыхăнтарчĕç, ваттисем апла е капла каланин
пĕлтерĕшне ăнлантрса пачĕç.
Малалла вĕрентекен часах Раççей
расна çĕр-шывран 10 пин ытла çын йышăнассине, хăнасем Çамрăксен пĕтĕм тĕнче
фестивальне пуш (март) уйăхĕн пуçламăшĕнче Федерацин «Сириус» центрне пухăнассине
пĕлтерчĕ. Унтан ачасем фестивале хутшăнма хатĕрленекен çынсемпе ирттернĕ
калаçăва итлерĕç, вĕсем фестивале
хутшăннине мĕншĕн пысăка хурса хакланине пĕлчĕç.
Вĕренекенсем «Чан-чăн тус» ĕçе
пурнăçласа туссем пулма пĕр-пĕринчен инçетре пулни чăрмантарманнине туйса
илчĕç Ку шухăш Çамрăксен пĕтĕм тĕнче
фестивалĕнче тĕп вырăнта тăнине, фестивальте тĕрлĕ çĕрте пĕр-пĕрнинчен инçетре пурăнакан
çынсем туслашассине, кун валли питĕ пысăк программа хатĕрленине пĕлчĕç.
Юлашкинчен ачасем Çамрăксен 2024-мĕш çулта иртекен пĕтĕм тĕнче фестивалĕн талисманĕпе - Чебурашкăпа паллашрĕç. Вăл çамрăксен форумĕн чи паха енĕсене – çынсем «туслăха юратнине тата пĕр-пĕрне хисепленине» пĕлчĕç. Фестиваль вăл – çĕнĕ туслăхăн тата расна халăх пĕр-пĕрне хăйĕн культурипе тата йăли-йĕркипе пуянлатнин пуçламăшĕ пулнине ăнланчĕç.