Мартăн 1-мĕшĕ - Кушаксен кунĕ

Мартăн 1-мĕшĕ - Кушаксен кунĕ

       Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхĕн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре Кушаксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пĕрремĕш хут çак уява Мускаври кушаксен музейĕ тата «Кот и пёс» журналӑн редакцийӗ 2004 ҫулта йӗркеленӗ. Елчĕк муниципалитет округĕнчи Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче те çак  кун кашни çулах  тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттереçĕ.

Паян та ачасем малтанах хăнана  килнĕ кушакпа паллашрĕç, сассине итлерĕç, ачашларĕç,. Унтан вĕсем хăйсен килĕнчи кушакне сăнласа пачĕç, вĕсене ÿкерчĕç.  «Кушакпа шăши» вăййа хавхаланса вылярĕç, сăвăсем вуларĕç.

 Ачасем   киле хавхалануллă кăмăлпа саланчĕç.