Çитӗнекен ăрăва çăварни йăли-йӗркипе, юррисемпе паллаштарас тӗллевпе 2024 -мĕш çулхи пуш уйăхĕн
13-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри
пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класра
вӗренекенсемпе «Эх, çăварни, çăварни!» уяв ирттерчӗ.
Чи малтанах вӗрентекен хамăр тăрăхра, Елчӗк районӗнче, çăварние епле уявлани
çинчен каласа пачӗ: çăварни кунӗ ачасем иртерех тăма тăрăшнине, чи ир вăранакан
тăвайккинчен «Ача-пăча, вăранăр! Çăварни çитрӗ – çу çитрӗ!» - тесе кăшкăрса
ярăннине, пӗрремӗш ярăнса аннине çерçи урине хуçаканӗ тенине, вăл ялти чи ӗçчен
те çивӗч ача шутланнине.
Çавăн пекех çăварни – катаччи ярăнса, икерчӗ çисе
савăнмалли уяв пулнине, çăварни эрнинче кунӗ-кунӗпе тăвайккинчен ярăннине,
лашапа катаччи чупнине, ку уява çитӗннисем те хутшăннине, юрăсем юрланине,
икерчӗпе хăналаннине, эрнен юлашки кунӗнче «çăварни карчăкне» çунтарса çăварние
пурте пӗрле пухăнса ăсатса янине пӗлтерчӗ.
Унтан ачасем çăварни юррисем юрларӗç, сăвăсем каларӗç, тӗрлӗрен вăйăсем выляса савăнчӗç. Юлашкинчен икерчӗ çирӗç, тепӗр çăварниччен пурте ырлăхпа, сывлăхпа пурăнма тупа турӗç.