Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Елчěк муниципаллă округěн Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чăваш чěлхипе литература урокěсене вěрентес ěçри уйрăмлăхсем» ятпа муниципалитет шайěнчи семинар иртрě. Ăна Раççейри Çемье, Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕн усă курнин çулталăкне халалланă. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхине вӗрентекенсен пӗр-пӗрне хăйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарасси, ӗҫре ҫӗнӗ технологисемпе усă курасси. Ăна Елчěк муниципаллă округěн администрацийěн вěрентӳ тата çамрăксен политикин пайě, Курнавăш вăтам шкулě йěркелерěç.
Чи малтан вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрěç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. 5-9 классенче вěренекенсем вара хăйсем вуланă хайлавсенчи сăнарсемпе паллаштарчěç, хăнасене савăнтарчĕç.
Шкул директорě А.Н.Ефимова тата директорăн воспитани енěпе ěçлекен çумě В.А.Кудряшова вěрентекенсене саламларěç, семинара тухăçлă ирттерме сěнчěç.
Малалла пухăннисене волонтерсем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» (Чăваш чěлхипе литератури кабинечě) пӳлěме йыхравларěç.
Н.М.Кузнецова, В.Н.Воронова, А.И.Портнова, О.П.Осипова тата Г.В.Каринкина вěрентекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрěç. Уйрăмах Анна Ильинична 2024-мěш çулта 9-мĕш класс ачисене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарасси, вĕсене хатĕрлентересси пирки калани, унти çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăни кăсăклă пулчě. Кăçалхи çул Елчěк муниципалитетне кěрекен шкулсенче чăваш чĕлхипе экзамен тытакансем 94 ача пулнине пěлтерчě.
Елчěк муниципаллă округěн администрацийěн вěрентӳ тата çамрăксен политикин пайěн аслă методисчě А.Г.Богданова семинар çӳллě шайра иртнине палăртрě, тухса калаçакансене Тав хучěсем пачě.
Ассоциаци ертӳçи А.И.Портнова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче иртнě фестиваль - конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçěсене тата призёрсене Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех малашнехи ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕç вĕрентекенсем.
Семинар питĕ тухăçлă иртсе кайрĕ. Учительсене малалла та хастар ӗҫлеме ăнăҫу сунатпăр!