Ятарлă çар операцине хутшӑнакансемпе - тӗлпулу

Ятарлă çар операцине хутшӑнакансемпе - тӗлпулу



Паян Елчӗк муниципаллă округӗн Курнавăш шкулěнче ятарлă çар операцине хутшӑнакансемпе тӗлпулу пулчě. Тӗлпулу чӗрӗ калаҫу формачěпе иртрӗ. Вӗренекенсемпе ашшě-амăшěсем салтаксене тӗрлӗ ыйтусем пачěç. Вěсене пурте интереслентерчěç: салтаксем ӑҫта пурӑнни, мӗнле апатланни, салтак туслӑхӗ, ҫар техники.

Пухăннисене вěсем те салтакӑн малти линири кунӗ мӗнле иртни ҫинчен каласа пачӗç. Шкул ачисемпе ашшě-амăшěсем  тимлӗн итлерӗҫ,  чӑн - чӑн геройсем юнашар пулнине хăйсен куçěпе курчӗҫ.

Эпир  хамӑра хӳтӗлекенсене ӑнӑҫу, ҪӖНТЕРӲПЕ хӑвӑртрах таврӑнма сунатпӑр!