«Раççей – ман пурнăçăмăн талккăшĕ» ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ

«Раççей – ман пурнăçăмăн талккăшĕ» ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ



Паян, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Елчĕк муниципаллă округĕн Курнавăш вăтам шкулĕн 7-мĕш класс ертÿçи Н.М.Кузнецова «Раççей – ман пурнăçăмăн талккăшĕ» ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ирттерчĕ. Унта Раççей вĕренÿ тытăмĕнчи профориентацин пĕр пайне аса илчĕç. Надежда Михайловна пухăннисене профориентаци пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем профориентаци ачасемшĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнса тăнине, пулас професси çинчен мĕнлерех калаçмаллине аса илчĕç.
Ашшĕ-амăшĕсем кирлĕ сĕнÿсем илчĕç, çакăн пек мероприятисем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç