2024 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет

2024 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет

Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2024» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет.

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Диктант çырма 2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать:

1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm (Чăваш Республикинче), 95,9 Fm (Шупашкар хулинче) тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;

2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;

3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;

4) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (аудио);

5) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн социаллă тетелĕсен страницисенче.

Диктанта диктор вуланă май алăпа çырмалла е компьютерпа Word форматра наборламалла.

Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/nauchno-metodicheskaya-deyateljnostj/konkursi-granti-proekti-olimpiadi-konferencii/akcii-1/akcii-2024/petem-chavash-diktanche-2024-24042024 ссылкăпа вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/66013493e010db0016319519.

Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелӳ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.

Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсене хатĕрлев ĕçĕ ирттерме ыйтатпăр:

1) культура е вĕренӳ организацийĕсенче ятарлă вырăн хатĕрлеме;

2) диктант текстне вулакана палăртма (вĕрентекен, артист т.ыт.те; вуланă текст аудиофайлне 2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ярса параççĕ) е радиопа, Интернетпа итлесе çырма майсем туса пама;

3) шкул ачисене, çамрăксене, педагогсене, акципе кăсăкланакан пĕтĕм халăха хутшăнма майсем туса пама;

4) кашни аудиторире çырнă ĕçсене пухмалла, пухнă текстсене тĕрĕслеме вырăнта экспертсен ушкăнне йĕркелемелле, муниципалитетсен вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса илмелле;

5) «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци пĕтĕмлетĕвĕсене (миçе çын хутшăннă, миçе çын «5», «4», «3», «2» илнĕ; «5» илнисен списокĕ; çырнă ĕçсене тĕрĕслекен экспертсен списокĕ) 2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчех Чăваш Республикин вĕренӳ институтне çак формăпа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/6405d7e15056908a1aeb56a6/ .

Кĕрет мелпе (очно) диктант çырмалли вырăнсем:

1) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 1-мĕш корпус, II-02-мĕш ауд.);

2) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетечĕ (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19 а-мĕш çурт, 201-мĕш ауд.);

3) Шупашкар хулин Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ (Шупашкар хули, Уруков урамĕ, 10-мĕш çурт, 14, 19-мĕш ауд.);

4) Чăваш наци библиотеки (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт «Чăваш кĕнеки» центр, 201-мĕш ауд.);

 5) пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче.

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ занятисем (консультацисем) ирттерет:

Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (8352) 58-47-19 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри;

89677946646 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ;

8(8352) 22-63-50 (1312;1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи;

8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.

8(8352) 23-02-17 (147)– Соловьева Галина Павловна, Чăваш наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи.

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!