Чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен семинарě иртрě

Чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен семинарě иртрě



Ěнер, ака уйăхěн 18-мěшěнче, Елчěк  муниципаллă округěн  Елчěк шкулěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен семинарě иртрě.

Чи малтанах Елчěк шкулĕнче вĕренекенсем «Чăваш тěрри – чи илемли» литературăпа музыка композицийĕ кăтартса пачĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе  хăнасене савăнтарчĕç.

 Унтан Ассоциаци ертӳçи Портнова Анна  Ильинична «Чăваш тěрри» темăпа тухса калаçрě, 2023-2024 вěренӳ çулěн çур çулěнчи çитěнӳсемпе паллаштарчě, малашнехи ěçсем çинче чарăнса тăчě. Округри чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем хушшинче професси конкурсěсенче çěнтерӳçěсемпе призерсем пулни савăнтарнине палăртрě, ěçтешсене малашне те хастар пулма ăнăçу сунчě.

Ун хыççăн вěрентекенсем хăйсен опычěпе паллаштарчěç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли методика çулсеренех пуянланса, аталанса пыни, çĕнĕ формăсемпе ăслайсем шкул практикинче кулленех çурални паянхи вěрентекенсене çěнěлле ěçлеме хистет. Çавна май пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, педагогикăн тĕрлĕ проблемисене пĕрле сӳтсе явни, тĕрлĕ методика пособийĕсемпе «Халăх шкулĕ» журналта пичетленекен çĕнĕлĕхсене тишкерни вĕрентекенсене ĕçре пысăк пулăшу панине палăртрěç семинара хутшăнакансем.

Семинарăн иккěмěш пайěнче Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрěн экскурсовочě Фирсова Анна Владимировна чăваш тěрри çинчен йěркеленě куравпа тěплěн паллаштарчě. Планшетпа усă курса ирттернě вăйăсем вара пурин кăмăлне те кайрěç.

Малалла Шупашкар хăнисем чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемпе мастер-класс ирттерчěç. Хăй суйласа илнě чăваш тěррине кашниех тěплěн тума тăрăшрě, пěр-пěринпе танлаштарчě, чăваш тěррин пěлтерěшě чăннипех те пысăк пулнине палăртрě.

Юлашкинчен пухăннисем «Нарспи» фильмпа паллашрěç, асăнмалăх сăн ӳкерěнчěç.

Семинар питĕ тухăçлă иртсе кайрĕ.