Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине чӑваш халӑх писателӗн Юхма Мишшин "Шурҫамка, ҫамрӑк кашкӑр" повеҫне тӗпе хурса лартнӑ спектакле кӑларчӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе хаклакансен йышӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри вӑтам шкулта 7 тата 8-мӗш класра вӗренекенсем те пулчӗҫ.
Юхма Мишши повеҫе 1975-мӗш ҫултах ҫырнӑ.
Ӑна 62 чӗлхепе куҫарнӑ. Сцена ҫине вара ку произведение пӗрремӗш хут кӑларнӑ.
Спектакль режиссёрӗ - Раҫҫей Федерацин тата Калмӑк Республикин искусствӑсен
тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Ҫак ӗҫе сцена ҫине кӑларма ҫавӑн пекех
Пушкӑрт Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Рамиза Мухаметшина
пулӑшнӑ.
Сунарҫӑсем пӗррехинче вӑрманта кашкӑр
йӑвине тупаҫҫӗ. Пысӑк чӗрчунӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, пӗчӗк айван ҫурана - Шурҫамкана
вара ялти пӗр кил картишне кайса пӑрахаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑнта пурӑннӑ арҫын ача хӑй
хӳттине илет. Анчах та ҫӗнӗ хуҫапа та кӗҫех пысӑк инкек пулать. Кашкӑр ҫури
пӗччен, никама кирлӗ мар пулса юлать. Шурҫамка кӗҫех ҫитӗнет. Вӑл ҫаплипех
ҫынсем патне туртӑнать. Лешсем вара ӑна йышӑнмаҫҫӗ, унра усаллине кӑна кураҫҫӗ.
Шурҫамка тӗнчен тӗрӗсмарлӑхне, хушӑран тискерлӗхне сахал мар курать пулин те,
ҫав ҫавах ыррине ӗненме пӑрахмасть. Кашкӑрӑн инкеклӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа
паракан спектакль аслисемшӗн те, ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ пулӗ.
"Шурҫамка" пурнӑҫри ырӑпа усала
уйӑрма, ӑна тӗрӗс хак пама, туслӑха упрама, ырӑ чунлӑ пулма вӗрентет", ̶ пӗлтерчӗ хӑйӗн шухӑшне 7 класра вӗренекен Э. Фомина.
Спектакль хӑйнеевĕрлĕхĕпе питĕ тыткăнлать.
Режиссер почеркне никамăннипе те пӑтраштарма ҫук. Тĕлĕнсе каймалла сӑнарпа
тухрĕ Сергей Никитин (Шурҫамка рольне вылять). Ун вӑййи чӑннипех тыткăнлать.
Савӑнтарать Ҫамрӑксен театрĕнче ҫакӑн
пек артист пурришĕн. Хӑйĕн пултарулӑхĕпе ку спектакльте Валяхха ролĕнче Николай
Тарасов та савӑнтарчĕ. Ҫамрӑк артистсем те питĕ тӑрӑшуллӑ. Спектакль
хатĕрлекенсем питĕ тӑрӑшса ĕҫленĕ. Тавах пурне те!