Паян, ака
уйǎхӗн 24-мӗшӗнче, Елчӗк муниципаллă округěн Курнавăш шкулěнче «Пĕтĕм
чǎваш диктанчĕ - 2024» акци иртрě. Ăна Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне,
Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата
Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин
вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар»
хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио,
Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2024» акцие шкулти вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те хастар хутшăнчěç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калатпăр. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!