Ака уйăхěн 25-мĕшĕ – Чăваш чěлхи кунě

Ака уйăхěн  25-мĕшĕ – Чăваш чěлхи кунě

 

Чăваш чěлхи – тăван чěлхе,

Эс -  чи пахи, эс  - чун уççи.

Чăваш чěлхи – тăван чěлхе,

Пин чěлхерен чи çепěççи.

 Ака уйăхěн  25-мĕшĕ – Чăваш чěлхи кунě. Çак кун, çурхи илемлě вăхăтра, чăвашсене çутта кăлараканě И.Я.Яковлев çуралнă. Ачасене тăван чěлхене юратса вěренме хавхалантарас, халăх традицийěсене упрама, чěлхе илемěпе пуянлăхне туйма, вěсен пěлěвне ӳстерме пулăшас тěллевпе Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш шкулĕнче вěренекенсемпе  «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» калаçу сехечěсем  ирттерчĕç.

Ачасем Иван Яковлевич Яковлев  чӑваш ҫырулӑхне йěркелекенě, халӑх вěрентӗвӗн ертӳҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачă, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ пулнине аса илчěç. Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке куҫарнине, чăваш халăхне панă «Халалне» аса илчěç.

Шкулчченхи ачасен ушкăнěнче тата кěҫěн  классенче  «Чăваш чěлхи – чун уççи» мероприяти иртрě.

Паянхи кун пуриншěн те усăллă  иртрě.