Йӑхран йӑха йӑх пытӑр
Йӑла-йӗрке упрантӑр!
Чӑваш ӗмӗр пурӑнтӑр
Турӑ пире сыхлатӑр!
Çапла пултӑр!!!
Паян Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам
шкулти шкулчченхи «Ылтăн пулă» ачасен ушкăнěнче Мункун çăмартисене сăрласа
илемлетрěç. Воспитательсем уявăн хăш-пěр саманчěсемпе ачасене паллаштарчěç.
Каярах хаваспах çăмартасене хут çинче
сăрларěç.