Çĕнтерÿ кунне халалласа

Çĕнтерÿ кунне халалласа



Май уйăхĕн 9-мĕш кунĕ… Куççульлĕ уяв. Çак уявран çутăраххи, астăвăмран сăваплăраххи урăх çук та пулĕ. Вăрçă кашни çемьене йывăрлăхпа тĕрĕслерĕ, анчах та фронтовиксен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, тылра ĕçлекенсен чун çирĕплĕхĕ, чăтăмлăхĕ, пурте пĕрле кар тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлени ирсĕр тăшмана çĕнтерме пултарнă та.

Паян, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Елчĕк муниципаллă округěн Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти шкулчченхи ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче те Çĕнтерÿ кунне халалласа тĕрлĕрен калаçусем ирттерчĕç, презентацисем кăтартрĕç. Ачасем  сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, хĕрачасем  «Синий платочек»  ташăпа савăнтарчĕç. 

Воспитательсем вăрçă вăхăтĕнче салтаксем пушă вăхăтра кăвайт умĕнче ăшăннине, канни çинчен каласа панă хыççăн ачасем те çак вăхăта сăнласа кăтартса пачĕç. Пурте пĕрле  пуçтарăнса  канчĕç.

Юлашкинчен «Яланах пултăр хĕвел» юрра шăрантарчĕç. Хамăрăн мăн асаттесемпе мăн асаннесен сăнарĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр.

Пурне те ырлăх, тăнăçлăх, сывлăх сунатпăр! Çӗнтерӳ кунӗпе саламлатпăр!