Тăван çĕр-шыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Этемлĕх историйĕшĕн вара вăл - нихçан та асран тухман вăхăт. Кашни киле куҫҫуль, хуйхă, çухату, ырату илсе килнӗ ҫак тискер вӑрҫӑ.
Елчӗк муниципаллӑ округӗн
Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи 7-мěш класра вӗренекенсемпе Ҫӗнтерӳ кунне халалласа
шкулти музейра Паттӑрлӑх урокě иртрӗ. Класс ертӳçи ачасене вăрçă тата тыл
паттăрěсем çинчен каласа пачě, вěсем илнě орденсемпе медальсене, Хисеп хучěсене
кăтартрě, вăрçă хирěнчен янă çырусемпе паллаштарчě. Унтанпа чылай çул иртнě
пулин те, çырури йěркесем пěлтерěшне çухатманнине асăнса хăварчě.
Ҫиччӗмӗшсӗм
хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе асламăшěсем, кукашшěсемпе кукамăшěсем
ҫинчен мӑнаҫланса каласа пачӗҫ.
«Нихăҫан та этемлĕхшĕн вăрҫăллă, ҫухатуллă, йывăр кунсем ан пулччăр. Çухату, ырату мĕнне пĕлмелле ан пултăрччĕ пирĕн!», – пӗтӗмлетӳ турӗҫ вӗренекенсем.