Çу уйăхěн 19-мěшěнче Раççей Федерацийěн
ача-пăча пěрлешěвěсен тата организацисен
кунне паллă тăваççě. Çамрăклăх, патриотизм
тата Тăван çěршыва юратнин уявě. Ěлěк вăл кун «Пионерсен кунě» уява паллă тунă. «Пионер» сăмах «пěрремěш»
тенине пěлтерет. Ыттисене тěслěх
парса яланах малалла туртăнакансене çапла чěннě.
Паян, çу уйăěн 17-мěшěнче, Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш
шкулěнче ачасемпе ашшě-амăшěсем çак паллă
уява халалласа мероприяти ирттерчěç. Уява квест евěр йěркеленě. Вěренекенсемпе ашшě-амăшěсем станцисем тăрăх çӳресе тěрлě ěçсем
пурнăçларěç. Пионер организацийěн историне, галстук çыхмалли традицисене аса илчěç, ребуссен хуравěсене
тупрěç, туслăх çинчен калакан каларăшсене
аса илчěç, викторинăна хутшăнчěç.