Савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ лагерьти иккĕмĕш кун

Савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ лагерьти иккĕмĕш кун



          Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтемӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерӗнчи иккӗмӗш кун йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ирхи зарядкӑран пуҫланчӗ. Туслӑ ачасем тӗрлӗ хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ.

          Ирхи апат хыҫҫӑн воспитательсем ачасене шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗҫ.
Уҫӑ сывлӑшра тӗрлӗ вӑйӑсемпе те савӑнчӗҫ. Уйрӑмах ачасем "Шӑшипе кушакла", 'Краскалла", "Суккӑр чӑхла" хавасланса вылярӗҫ.

          Ачасем воспитательсемпе пӗрле самолетсем турӗҫ, вӗсене сӑрласа илемлетрӗҫ, унтан харӑссӑн вӗҫтерчӗҫ.

          Çакăн пек савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ лагерьти иккĕмĕш кун.