Паян, çӗртме уйăхӗн 7-мӗшӗнче, Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çӳрекен ачасем Туслăх кунне халалларӗç.
Ушкăнпа физзарядка тунă хыççăн ирхи апат çирěç. Планпа килӗшÿллӗн воспитательсем ачасене мěн пěчěкренех туслă, килěштерсе пурăнмалли çинчен, туслăхра - вăй пулнине, кашниех кăмăл-сипет енчен ырă та сапăр, сăпайлă, тараватлă пулмалли çинчен уçă калаçу йӗркелерӗç. Ушкăнпа «Туслăх йывăçĕ» турӗç. Йывăç туратланса пынă пек отрядри туслăх çирĕпленсе, ÿссе, аталансах пырасса шантарчӗç. Ун хыççăн «Маугли» ятлă кинофильм пăхрӗç, яланах пĕр-пĕрне пулăшас, туслă пурăнас тесе тӗллев лартрӗç.
Кăнтăрлахи апат çинӗ хыççăн стадионта тӗрлӗрен вăйăсем выляса киленчӗç. Лагерьти черетлӗ кун савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ.