«Кулă» лагерӗнчи Хӗвел кунӗ

«Кулă»  лагерӗнчи  Хӗвел кунӗ

         

         Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтĕмӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи «Кулӑ»  кану лагерӗнчи кунсем хаваслă иртеççӗ. 

Паян та, çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗнче, лагерьти çиччӗмӗш кун ирхи зарядкăран пуçланчӗ. Апатланнă хыççăн  канакансемпе «Хӗвел кунне» халалласа тӗрлӗ ӗç туса  ирттерчӗç. Чи малтанах ачасем «Хӗвел» юмах итлерӗç, ваттисен сăмахӗсене тишкерчӗç, хӗвел усси çинчен калаçрӗç. Хӗвел ӳкернӗ май, яланах хăйсем те хӗвел пек ырă, çутă, ăшă, пулма шантарчӗç.

Тӗрлӗ конкурссем хыççăн лагерьте канакансем уçă сывлăшра вăйăсем выляса киленчĕç.

Паянхи  кун та ачасемшӗн тухăçлă та савăнăçлă иртрӗ.