Хавас кǎмǎллǎ ачасен сассисем инçетренех илтěнеççě Елчěк муниципаллӑ округӗн Курнавǎшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вǎтам шкул территоринче.
Паян, çěртме уйǎхěн 19-мěшěнче, «Кулӑ» кану лагерěнчи
ачасем ҫулҫӳреве васкаҫҫӗ.
Экскурси Канаш районне кӗрекен Шӑхасанти «Ҫеҫпӗл»
ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗнчен пуҫланчӗ. Кунта курса тӗлӗнмелли нумай. Ачасем
ҫӗнӗ ӑру библиотекин кашни пӳлӗмӗпех паллашрӗҫ. «Ҫеçпӗл Мишши -
мухтавлӑ ентешӗмӗр» презентацие пӑхнӑ май чăваш халăхĕн паллӑ поэчĕн пурнăҫĕпе
тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллашрĕҫ, вилӗмсӗр ҫыравҫӑн ҫӗнӗ пурнӑҫа мухтакан
сӑввисене вуларӗҫ.
Канаш муниципаллӑ округӗн Мӑкӑр ял ҫывӑхӗнчи кӗпере
кайса курма та кӑмӑл турӗҫ ачасем. «Ҫӗнтерӳ кӗперӗ» тенӗ Григорий Передерий
проекчӗпе 1899-мӗш ҫулта туса лартнӑ чукун ҫулӑн ҫак мӑнаҫлӑ каҫмине. Кӗпер
ҫӳллӗшӗ 34, сарлакӑшӗ 4, тӑршшӗ 360 метр. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван
ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Каярах ҫывӑхра
ҫӗнӗ кӗпер хӑпартнӑ хыҫҫӑн кӑна пӑрахӑҫланӑ, усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫӳллӗ те вӑрӑм
кӗпер, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ, йӗри-тавра ӳсекен ҫӗмӗрт, чӑрӑш тата ытти тӗрлӗ
йывӑҫсем ачасене хӑйсен илемӗпе тыткӑнларӗҫ.
Экскурси пурин кǎмǎлне те кайрě.