Хӗвел ҫаврӑнӑш кунне паллă турěç

Хӗвел ҫаврӑнӑш кунне  паллă турěç



Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти шкулчченхи ачасен тӗрлӗ ӳсӗмри "Ылтӑн пулӑ" ушкӑнӗнче  хӗвел ҫаврӑнӑш кунне  халалласа Марина Карягина ҫырнӑ "Кӑтра хӗвел ҫаврӑнӑш. Кудрявый подсолнух" кӗнекипе паллашрӗҫ.  Кӳленчӗк, ҫӑлтӑр, хӗвел тата  пӗчӗк курӑк туслӑхне сӑнарӗҫ. Каярах курӑк хӗвел ҫаврӑнӑша ҫаврӑнать. Вӑл пӗтӗм  хӑйӗн ҫумӗнче пулнă тусӗсене хӑйне пысӑк ӳсме пулӑшнӑшӗн тав турӗ.  Калав "телей вӑл  -юнашар чӑн-чӑн тус пурри!" сӑмахсемпе вӗҫленет. 

Ачасем хӑйсен тусӗсем ҫинчен каларӗҫ. Каярах хӑйсем тӗллӗн хӗвел ҫаврӑнӑш ӳкерчӗҫ.