Паян православи тĕнне ĕненекенсем Турă
çап-çутă пулнă куна паллă тăваççĕ. Халăхра ăна панулми сăпасĕ теççĕ.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти шкулчченхи ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче те панулми спасне халалласа тĕрлĕрен калаçусем ирттерчĕç, вăйăсем вылярĕç. Хăнана килнĕ мулкача хăйсен сăввисемпе, ÿкерчĕкĕсемпе савăнтарчĕç.