«Чӑваш халăхěн мухтавлă ывăлě» класс сехечě иртрě

«Чӑваш халăхěн мухтавлă ывăлě» класс сехечě иртрě



Паян, авăн уйăхěн 4-мěшěнче, Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш вăтам шкулěн 8-мěш класěнче Андриян Григорьевич Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа  «Чӑваш халăхěн мухтавлă ывăлě» класс сехечě иртрě.

Раççейěн виççěмěш космонавчě Николаев Андриян Григорьевич  1929 çулхи авăн уйăхěн 5-мěшěнче Сěнтěрвăрри районěнчи Шуршăл ялěнче çуралнă. 1944 çулта шкултан вěренсе тухсан вăл Сěнтěрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вěренме кěнě.  Унтан  Карелире вăрман хатěрленě çěрте ěçленě.1950 çулта çара кайнă, летчик пулнă. 1960 çулта А.Николаева 12 çынран тăракан космонавтсен  пěрремěш ушкăнне  илнě.  Çак ушкăнран ултă çынна анчах, вěсен йышěнче А.Николаева та, тěнче уçлăхне вěçме хатěрлеме пуçланă. Андриян Григоьевич  Раççейěн виççěмěш, тěнчен пиллěкмěш космонавчě пулнă.  Тěнче уçлăхне  икě хутчен вěçсе кайса килнě.

Класс ертӳçи Кузнецова Н.М. паллă космонавтăн пурнӑҫӗнчи самантсене аса илсе презентаци кăтартрě.

«Чӑваш халăхěн мухтавлă ывăлě космоса икě хут вěçни, икě хутчен Совет Союзěн Геройě пулни пирěншěн ырă  тěслěх», - пěтěмлетрěç  саккăрмěшсем.