Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас, çут çанталăка хаклама, тăван çемьене юратма, хисеплеме вěрентес, юратнă çынсен пархатарлă та сумлă ĕçĕсемпе паллаштарса вĕсемпе тивĕçлипе мухтанас, хисеплес туйăма аталантарас, вĕсенчен ырǎ тĕслĕх илме вĕрентес, хăйсем тĕллĕн илемлĕ текст калăплама, тăван чĕлхепе культурăна юратма хăнăхтарас тĕллевпе Елчĕк муниципаллă округĕн 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче сочинени конкурсĕ иртрĕ.
Пултарулăх ĕçĕсене икĕ темăна шута илсе çырчĕç: «Çемье -
шанчăклă тĕрек», «Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра». Призерсен йышĕнче
Курнавăш вăтам шкулĕнче 10- мĕш класра вĕренекен Фĕдорова Злата
пурри вара савăнтарчě.
Златăна тата илемлĕ те тарăн шухăшлă хайлав çырма
хăнăхтарнă вĕрентекенне Кузнецова Н.М. саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те
çитĕнӳсем сунатпăр!