«Асам» фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ

«Асам» фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ

          Паян, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Елчĕк муниципаллă округĕнчи шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Çемье, Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕн усă курнин çулталăкне халалланă. 

Фестивале пурĕ сакăр коллектив хутшăнчĕ. Курнавăш вăтам шкулĕнчи  «Хавхалану» ушкăн вара хамăр ентешĕмĕрĕн Геннадий Никандрович Волковăн «Хурама хулли» хайлавĕ тăрăх сценка лартса пачĕ.  «Хурама хулли» – çемьери туслӑха хаклакан, вӑй пӗрлӗхре пулнипе  пур йывӑрлӑхсене те пӗрле ҫӗнтерме май пурри ҫинчен вӗрентсе калакан юмах. Ҫак шухӑша куракансем патне илсе ҫитерес тесе ачасем питӗ тӑрӑшрӗҫ.

Кашни ачан пуласлăхӗ тăван ҫемьепе ҫыхăннă. Туслă ҫемьере ачасем пӗринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшӗ-амăшне пулăшма хатĕр, тăрăшаҫҫӗ. Ҫемьере ҫирӗп те хастар ача ҫитӗнни ашшӗ-амăшне те савăнтарать.

Сцена ăстисем  шкул чысне тивӗҫлипе хӳтӗлеме пултарчӗҫ, фестиваль ҫӗнтерӳҫи ятне тивӗҫрӗҫ.

Ҫамрӑк артистсене саламлатпӑр,  малашне те хастар, пултаруллă пулса ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!