Тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине,
чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшас тěллевпе «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр
йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрě иртрě. Унта пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасем хутшăнчěç.
Курнавăш шкулěн 7, 8-мěш класěсенче вěренекенсем те
конкурса хăйсен ěçěсене тăратрěç. Фомина Эвелина чăваш тěррин илемне тěрлě енлěн
кăтартма пултарчě, шкулти тăван ен халăх музейěнче упранакан сурпан тěрри-çěввисемпе
тěплěн паллаштарчě. Цветкова Ксения вара
тăван ял сăн-сăпатне витěмлěн сăнларě, тăван яла килсе курма йыхравларě.
Юпа уйăхěн 16-мěшěнче Ачасен пултарулăх çуртěнче
конкурса пěтěмлетрěç, çěнтерÿçěсемпе призерсене палăртрěç. Конкурсра пирěн
шкулта вěренекенсем призерсен йышне кěме пултарчěç.
Эвелинăпа Ксенийăна тата вěсен ертÿçисене саламлатпăр, çитěнÿсем
тума сунатпăр.