Г.Н.Волковăн ěçě-хěлне тěплěнрех тěпчесе пěлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхěн паллă çыннисем çинчен пěлес туртăмне тата шырав меслечěпе ăсталăхне ӳстерме пулăшас тěллевпе юпа уйăхěн 17-мěшěнче республика шайěнчи викторина иртрě. Унта Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш шкулěн вěренекенěсем те хастар хутшăнчěç.
Геннадий Никандрович Волков – чăваш халăхěн мухтавлă
ывăлě, пирěн ентеш, тăван çěр-шывăн этнопедагогикин патриархě, чăваш енпе
Раççейěн чăн-чăн мăнаçлăхě.
Викторинăна хутшăнакансем 40 минут хушшинче 20 ыйтăва
хуравларěç, хăйсен тавра курăмне анлăлатрěç.