Литература музейěнче пулчěç

Литература музейěнче пулчěç

     

     Ěнер, юпа уйăхěн 22-мěшěнче, Елчěк муниципалитет округěн Курнавăш вăтам  шкулěн вěренекенěсем Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç.

Музейра ачасем чăваш литературин аталанăвĕн тапхăрĕсемпе, çыравçисемпе паллашрĕç, вĕсен харпăр хăй усă курнă япалисeне курчĕç. Кунта Константин Иванов хăй ăсталанă шкаф та, пичетлемелли машина та, ал çырăвĕсемпе ÿкерчĕксем тата ытти япала та пур.

Кашни çыравçă пултарулăхĕ - пĕр тĕнче. Нумай кăсăкли пěлчĕç ачасем чăваш литература анинче ĕçленĕ тата ĕçлекенсем çинчен. Уйрăмах музей ертÿçи  И.Оленкина Çеçпěл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă пуян стендпа паллаштарнине тимлě итлерěç вěренекенсем. 7-мěш класра вěренекен Е.Андреев  вара кăвар чěреллě поэтăн «Хурçă шанчăк» сăввине вуларě.  

Экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ, усăллă иртрĕ.