Елчӗкри тӗп
вулавӑшра В.П.Галошевӑн «Десять деревень. Звезды над Большой Булой» кӗнеке
хаклавӗ иртрӗ. Владимир Галошев Елчěк районěнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ,
хальхи вăхăтра Шупашкарта пурӑнакан паллӑ журналист,
художник, режиссер.
Тěл пулăва
Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине
вěрентекен В.Н.Воронова та хутшăнчě. Чи малтан
кӗнеке авторӗ – Владимир Галошев (Куликеевский) тухса калаçрě. Вăл
кěнекере сăнланнă ялсенчен тухнă çынсемпе тата вěсен шăпипе
тěплěн паллаштарчě. Районти тавра пӗлӳҫӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе
литература учителӗсем, вулакансем хăйсен
шухăшěсене палăртрěç, кěнекене хак пачěç.
Юлашкинчен
Владимир Галошев пухӑннисене тав сăмахě каларě, кӗнеке мӗнле кун ҫути курни,
кӑсӑклӑ самантсене, тӗпчев ӗҫӗсенче яланах тавра пӗлӳҫӗ Илья Трофимов пулӑшу
аллине панине каласа хӑварчӗ.
Тěл пулу пуриншěн те усăллă иртрě.