"Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм"-таса юрату поэми" поэзи уявӗнче

"Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм"-таса юрату поэми"  поэзи уявӗнче

          

          Сӑввусем сар хӗвел пек хӗрӳ,

Ӗмӗрсен тӑвӑлне те тӳсеҫҫӗ.

Апла эс пирӗнпех, ма тесессӗн

Вӗсенче - сан кӑварлӑ чӗрӳ!

 Кашни халӑхӑн этемлӗхе, тӑван чӗлхене юратса, ӑна хакласа ҫырнӑ поэчӗсем пур. Вӗсен сӑмахӗсем ӗмӗрсем иртсен те кивелмеҫҫӗ, ҫӗнӗ саманара ҫӗнӗ вӑй илеҫҫӗ те ҫамрӑк ӑрӑва халӑхӑн чи ырӑ йӑли-йӗркине, унӑн чӗлхине упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш литературин классикӗн Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫ ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫак шухӑша ҫирӗплетсе парать. 

Паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӗрӳ чӗреллӗ сӑмах ӑсти ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине чысласа И. Я Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика университетӗнче "Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм"-таса юрату поэми" ятлӑ поэзи уявӗ иртрӗ.

Асӑннӑ мероприятире Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Леонидович Клементьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми  лауреачӗсем чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Светлана Асамат тата ытти сумлӑ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ.

Уявра Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалласа ирттернӗ викторина ҫӗнтерӳҫисене  чысларӗҫ. Вӗсен йышӗнче Елчӗк муниципалитет округӗн Курнавӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем  те пулчӗҫ. Палăртма кăмăллă: Мясникова Арина (7 класс), Кубикова Карина, Васильев Сергей (10 класс), Васильева Дарья, Микихина Надежда (11 класс) – çěнтерӳçěсем.

Викторина ҫӗнтерӳҫисене тата вӗсене вӗрентекенсене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.