"Ялан янра, чӑваш чӗлхи!" конкурс призерне саламлатпӑр!

"Ялан янра, чӑваш чӗлхи!" конкурс призерне саламлатпӑр!

          Раҫҫей шайӗнче иккӗмӗш ҫул сӑвва илемлӗ калакансен "Ялан янра, чӑваш чӗлхи! Всегда звени, язык чувашский! - 2024" конкурс иртрӗ. Кӑҫал ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланă. Тупӑшӑва хутшӑнакансен кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑн "Хурҫӑ шанчӑк" хайлавне  чӑвашла е вырӑсла пӑхмасӑр илемлӗ каламалла пулнӑ. Конкурса Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла ҫын хутшӑннӑ.

     Сумлӑ жюри пайташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Елчěк муниципалитечěн Курнавăш шкулěн 7-мӗш класӗнче вӗренекен Цветкова Ксения призерсен  йышне кěме  тивӗҫ пулнӑ.

     Ксенийăна  тата ăна конкурса хатěрленě вěрентекенсене  саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!