Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен
йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе
кĕтни.
Мĕнле пуян чăваш
тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен
йĕрри.
Тěрě вăл - чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пěри.
Тěрěпе авалхи чăшсем тумтире çеç мар, пӳрт ăшчиккине те илемлетнě. Чăваш тěррин
илемě такама та илěртет, тěлěнтерет. Пирěн халăх тěррине тěнчипех пěлеççě, вăл
тěрлě выставкăсенче яланах паллă вырăн йышăнать. Ěлěкхи тěрěсем пире халě те
хăйсен илемěпе тыткăнлаççě, савăнтараççě.
Паян, чӳк уйăхěн 25-мěшěнче, чăваш тěррин çырулăхěпе
уйрăмлăхне ытларах тěпчесе пěлес, упраса хăварас тěллевпе Елчěк муниципалитет
округĕн Курнавăш вăтам шкул ачисем выставкăри тěрре,
чăвашсен капăрлăхне курса киленчěç. Вěсемпе паллашнă май вěренекенсем
тěрě куçа илěртнине, кашни çěвви вырăнлă пулнине пěлчěç.
Чăваш тěррин илемě пурне те кăсăклантарчě, малашнехи пурнăçра тěрě ăсталăхне алла илме хистерě.