Чӳк уйăхěн 26-мěшě – Чăваш
тěрри кунě. Çулленех республикăра çак уява халалласа "Ĕçе - чăваш
тĕрриллĕ тумпа" акци йĕркелеççĕ. Елчěк
муниципалитет округĕн Курнавăш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем те паян
ěçе чӑваш эрешěпе капăрлатнă çи-пуçпа килме кăмăл турěç. Арҫынсем,
сӑмахран, ӗҫлӗ стиль ҫумне чӑваш символикиллӗ галстуксем хушрӗҫ.
Хěрарăмсене вара эрешсем илем кӳчěç.
Паянхи кун яланхи пек мар, уяв чухнехи пек пуҫланчӗ. Ӗҫтешсене илемлӗ те хаваслă курма кӑмӑллӑ пулчě.