Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!

Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!



Сурхури уявĕн йăли - йĕркипе паллаштарас, чăваш халăх уявĕсене сума суса пурăнма хăнăхтарса  пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Елчĕк муниципалитет округĕн Курнавăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе «Ҫитрӗ, ҫитрӗ Сурхури» мероприяти иртрĕ.

Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Ку уява мĕн ĕлĕкрен пирĕн асатте-асаннесем анлăн паллă тунă. Вĕсем ăна выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, пурнăç тулăх пултăр, халахăн ĕçĕ ăнса пытăр тесе ирттернĕ. Маларах ӑна кун ӳсме пуҫласан уявланă, хальхи вӑхӑтра вара чӑвашсем православи тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн, Раштавран Кӑшарниччен ирттереҫҫӗ. Ҫак кун килтен киле çӳресе тĕрлĕ тум тăхăннă  ачасем кучченеç пухса çӳренĕ. Такмакласа ташласа кил хуçисене савăнтарнă.

                                                              Ах, кинеми, кинеми,

                                                              Çитрĕ акă Сурхури.

                                                              Пире кукăль памасан

                                                              Сурăх ури хуçăлтăр!

                                                              Пире кукăль парсассăн

                                                              Сурăх ури сыпăнтăр…

Хуçисем вĕсене йăвачапа, пăрçапа хăналанă, кĕрпе, çу панă. Ачасем хуçисене пăрçапа сапнă. Килĕрен çӳресе пĕтерсен ачасем кам патне те пулин пуçтарăнса пăтă çинĕ, юмах каланă, кулнă, шӳтленĕ, ташланă, савăннă.

Уявра ачасем ĕлĕкхи вăйăсене выляса савăнчĕç, юмăç ярса  кашнинех хăйне  шăпа мĕн парнелессине палăртрĕç. 

Мероприяти пурин кăмăлне те кайрĕ.